Чи хаклă тупра

Юмахри тĕнче пек çуталать тавралăх

Çĕнелсе çĕкленчĕ пирĕн Шупашкар

Савăнса пурăнать чăваш халăх

Çыннисем ĕçчен те пит хастар.

Ăçтан тухнă чăваш халăх?

Ума тухать ялан ыйту

Ваттисем каланă тăрăх

Палăртса хăварăп эп кăштах.

Сĕм-сĕм вăрман хушшине

Аслă Атăл хĕррине

Килсе ларнă паттăрсем

Чăваш халăх-пăлхарсем.

Асап –нуши пит нумай

Курнă пирĕн чăвашсем

Тăпăлтарнă куланай

Хĕрхенмен тиек-тÿри.

Чăваш халăх ĕмĕтленнĕ

Кун курасшăн малалла

Сĕм вăрман ăна пилленĕ

Сиплĕ, уçă сывлăшне.

Пуçа усман, шывра путман

Вутра çунман ман халăх

Мăнаçлăн пынă çĕнтерсе

Пур асапа та хурлăха.

Калаçма именнеси те

Тăрса юлче ĕлĕке

Ирĕклĕн, хăватлă уççăн

Чапа тухрĕ ман чĕлхе.

Чăваш чĕлхи епле пуян

Çак чĕлхепе калаçнă Андриян

Туптанă Çеçпĕл сăввине

Шăратнă Павлов юррине.

Мĕн-ши маншăн ăраскал?

Шухăша путатăп эп ялан

Маншăн вăл-тăван чĕлхе

Чăваш халăхĕн-пĕрре.

Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе

Атте-анне чĕлхийĕ

Эс юл-ха мĕн ĕмĕрлехе

Янра çершывăн çийĕн.

Ăна атте-анне пекех

Çук, суйласа илместпĕр

Унпа эпир пĕчĕкренех

Пит çепĕççĕн пуплетпĕр.

Тăван шкулта эп вĕренетĕп

Чĕлхен пĕтĕм асамлăхне

Епле вал ыррăн , ăшшăн

Тапать кашнин чĕрисенче.

Тăван чĕлхе-чăваш чĕлхи

Юнра эс тăвăллăн тапатăн

Чăваш чĕлхи-тĕнче чĕлхи

Тымар кăкне тытса тăратăн.

Тăван чĕлхе- вăл чун хĕвелĕ

Чи хаклă ĕмĕтсен хĕлхемĕ

Ăна илтсессĕн, эп телейлĕ

Тĕнче те ăшă та илемлĕ.

Чăваш чĕлхи-эс ман чĕлхе

Юратрăм эп мĕн ачаран

Епле вăл çепĕç ман чĕлхе

Калаçăп эп унпа ялан.

Ытарайми тăван чĕлхе

Эс çав тери хитре, паха

Санпа пĕрле иртет ман ĕмĕр

Пуçа таятпăр сан умра!

Тăван халăх чĕлхине

Уйăрмăп эпĕ ĕмĕрне

Йывăрлăхсене çĕнтерсе

Кăмăллăн пурнасчĕ тĕнчере.

Хастар чĕреллĕ ман пуласчĕ

Урхамах пекех чупасчĕ

Тăван халăх ят-сумне

Ярас марчĕ ĕмĕрне.

Парсек –  астрономире усă куракан нимĕнле системăна та кĕмен хушă виçи.

Ген – организмсен тăхăмлăхĕ, несĕл çыхăнăвĕ.

Импорт – ют çĕршывсенчен тавар кÿни.

Биссектриса – кĕтесе икĕ пĕр тан пая пайлакан пайăрка.

Эволюция – çĕр çинчи пурнăç аталанăвĕн процесе.

Ода – пĕр-пĕр чаплă пулăма е паллă çынна мухтаса çырнă хĕрÿ туйăмлă хайлав.

Биатлон – йĕлтĕрпе чупасси тата винтовкаран тĕл пĕрессипе çыхăннă хĕллехи спорт вăййи.

Вакцина – чир йĕресрен укол тумалли препарат.

Пафос – хайлаври ĕçсене, сăнарсене, пурнăçа мĕнле шухăш-туйăмпа çырни.

Менеджер – управлени ĕçĕн, предприятисене ертсе пырас ĕçĕн специалисчĕ.

Электрон – тăнăçлă элементарлă пĕрчĕ, япалан тĕп тытăмлăхĕн пайĕ.

Плазма – 1) юн шывĕ. 2)электричество тĕлĕшĕнчен нейтраллă япала.

Чăваш сăмахĕпе вĕсене улăштарма пулать: Парсек – парсек, ген – йăх тăсăмĕ, импорт – ылмашу, биссектриса – пайăрка, эволюция – çитенÿ, улшăну; ода – мухтав сăвви; биатлон – биатлон, вакцина- хÿтĕлÿ, пафос – хавха; менеджер – ертÿçĕ, электрон – эльпĕрчĕ,плазма-шĕвек